Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑри чи ватӑ шкул

Вармар районӗнчи Кавалти вӑтам шкул кӑҫал 160 ҫул тултарчӗ. Ӑна Раҫҫей патшалӑхӗн пурлӑх палати 1845 ҫулхи кӗркунне уҫнӑ. Чӑваш Енре вӑл чи малтанхи шкулсенчен пӗри пулнӑ. Ялти прихут училищинче ачасене 4 ҫул вӗрентнӗ. 1887 ҫултан пуҫласа ӑна икӗ класлӑ училище туса хунӑ, вӗренекенсене 5-6 ҫул вӗрентме тытӑннӑ. Малтанхи ҫулсенче шкула 20-25 арҫын ача кӑна ҫуренӗ.
1880 ҫулта Кавал салинче пурӑнакан халӑх Хусан кӗпӗрнаттӑрӗнчен прихут училищине земствӑна куҫарма ыйтнӑ, ыйтӑва 1881 ҫулта татса панӑ.
Пуҫламӑш шкулта 1845-1861 ҫулсенче Кавал чиркӗвӗнче ӗҫлекен икӗ вырӑс - Стефан Атопагинский священникпе Василий Архангельский дьякон сала ачисене вырӑсла ҫеҫ вӗрентнӗ. 1881-1887 ҫулсенче кунта И.Я.Яковлев шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Яков Петрович Петров ӗҫленӗ. 1887-1917 ҫулсенче кунта И Я Яковлевӑн вӗренекенӗ Г.Е.Ермолаев вӑй хунӑ. И.Я.Яковлев хӑй те Кавал салине 1882 тата 1888 ҫулсенче ҫитсе курнӑ, шкул ӗҫ-хӗлне тӗрӗсленӗ. Кавалсем тӑрӑшса вӗреннине кура ялта иккӗмӗш сыпӑкри шкул /высшее начальное училище/ уҫма канаш парса хӑварнӑ. Кавалсем ун сӗнӗвне 1917 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче тин пурнӑҫлама май тупнӑ.
1917 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Кавалта "высшее начальное училище" - иккӗмӗш сыпӑкри вӑтам пӗлӳ паракан 8 ҫул вӗренмелли шкула уҫнӑ. Ӑна уҫаканӗ Хусан кӗпӗрнин земство ертӳҫи Николай Васильевич Никольский профессор пулнӑ. Вӑл пулӑшнипе тата укҫа-тенкӗпе тивӗҫтернипе Кавалта кирпӗчрен купаланӑ икӗ хутлӑ, 8 класлӑ ҫӗнӗ шкул ҫуртне туса лартнӑ.
Сӑмах май ҫакна та асӑнса хӑварни вырӑнлӑ. Кавал салинче кӑна мар, Карач ялӗнче те /Куславкка районӗ/ Н.В.Никольский 1917 ҫулта "высшее начальное училище" уҫнӑ, унтан кайран 1918 ҫулта иккӗмӗш сыпӑкри вӑтам шкул туса хунӑ, 8 ҫул вӗрентнӗ 1928 ҫултан Карач шкулне Н.В.Никольскин вӗренекенӗ пулнӑ. Кавал каччи Николай Михайлович Туймедов 1930 ҫулччен ертсе пынӑ, кайран вӑл Шупашкар хулин 1-мӗш вӑтам шкул коллективӗн ертӳҫи пулнӑ, ӗҫри ҫитӗнусемшӗн "РСФСР тава тивӗҫлӗ вӗрен-текене" ята тивӗҫнӗ.
Кавалти вӑтам шкула 1917-1920 ҫулсенче Н.В.Никольскин ҫывӑх ҫынни Гаврил Михайлович Михайлов ертсе пынӑ, вӑл та И.Я.Яковлев шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл пултаруллӑ йӗркелӳҫӗ тата вӗрентӳ ӗҫне тарӑн пӗлекен специалист шутланнӑ. Граждан вӑрҫинчен таврӑнсан 1921-1925 ҫулсенче вӑл - Чаваш облаҫӗн ҫутӗҫ пайӗн ертуҫинче, 1925-1926 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн ҫутӗҫ наркомӗнче вӑй хунӑ.
1928 ҫултан Кавал шкулӗ "хресчен ҫамрӑкӗсен шкулӗ", тепӗр икӗ ҫултан "колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗ" ятлӑ пулнӑ, 1935 ҫултанпа - 10 ҫул вӗренмелли вӑтам шкул.
1932 ҫултанпа Кавал шкулӗн директорӗсем пулса ӗҫленӗ 10 учитель манӑн асра юлнӑ: Василий Ефимович Нимаков /1932-1933/, Спиридон Антонович Антонов /1933-1941/ - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ, Павел Семенович Семенов /1941-1943/ 1944 ҫулта вӑрҫӑра вилнӗ, Иван Васильевич Макаров /1943-1945/, Степан Федотович Федотов /1945-1948/, Таисия Газриловна Тимофеева /1948-1951/. Петр Григорьевич Егоров /1951-1957/, Николай Софронович Дмитриев /1958-1962/, Виталий Иванович Туртушов /1962-1982/, Николай Михайлович Софронов /1982-1995/, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Евгения Вениаминовна Григорьева-Ипатова Кавал шкулне 1995 ҫултанпа ертсе пырать.
Кавал шкулӗнчен ҫичӗ пин ытла яшпа хӗр-упраҫ вӗренсе тухнӑ, вӗсенчен пин ытла ҫын - аслӑ пӗлу илнисем. Кунтан вӗренсе тухнисенчен аллӑшӗ тава тивӗҫлӗ учитель, врач, юрист, культура, суту-илӳ, ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ятне тивӗҫрӗҫ. Ку шкултан вӗренсе тухнисенчен - вун-вун учитель, врач, ҫар тата правӑна сыхлакан органсен офицерӗсем, культурӑпа ял хуҫалӑх специалисчӗсем тата халӑх хуҫалӑхӗн ытти ӗҫченӗ.
Кавал шкулӗнчен вӗренсе тухнисенчен чылайӑшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, нумайӑшӗ ҫапӑҫу хир-ӗсенче пуҫ хунӑ.
Кавал паттӑрӗ Василий Степанович Степанов 1957 ҫулта Казахстанра ҫерем уҫас ӗҫре тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑшӑн Социализмла Ӗҫ Геройӗ ятне тивӗҫнӗ. Александр Александрович Кудрявцев Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Ленин, Хӗрлӗ Ялав /икӗ хутчен/, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, I тата II степень Отечественнӑй вӑрҫӑн орденӗсене, нумай медале тивӗҫнӗ, рядовой салтакран полковнике ҫити ӳснӗ. Вӑл СССР чукун ҫул министрӗн Л.М.Кагановичӑн ҫумӗ пулнӑ.
1941-1942 ҫулхи вӗренӳ ҫулӗсенчи 5-мӗш кӑларӑмри ачасем ҫинчен каласа парас килет, вӗсен сӑн ӳкерчӗкне ӑнсӑртран тупма май килчӗ. Унта 23 ҫын: 6 учительпе 17 вӗренекен. Малти ретре /сулахайран сылтӑмалла/: физикӑпа математика учителӗ Федор Романович Кузнецов, упӑшкипе арӑмӗ Евграфовсем /варринче/, упӑшкипе арӑмӗ Семеновсем /сылтӑмра/. Сылтӑмран 6-мӗшӗ 1941-1943 ҫулсенче Кавал шкулӗн директорӗнче ӗҫленӗ Павел Семенович Семенов /1944 ҫулта пуҫ хунӑ/. 6 учителӗ те халь пирӗнпе ҫук ӗнтӗ.
Чи хыҫалти ретре 6 арҫын ача тӑрать: Николай Иванович Веселовский, Василий Александрович Таратин, Варсанофий Иванович Иванов, Сисой Никандрович Грачев, Александр Иванович Туртушов, Нил Петрович Веселовский /сылтӑмран сулахаялла/. Вӗсем пурте 1924 ҫулта ҫуралнӑ, 18-ти каччӑсем, шкул пӗтерсенех 1942 ҫулта вӗсене вӑрҫа илсе кайрӗҫ, унтан пиллӗкӗшӗ сывах киле таврӑнчӗҫ. А.И.Туртушова ҫапӑҫу хирӗнчен тӑван кӗтесне кӗтсе илеймерӗҫ, унтах пуҫ хучӗ. 11 хӗрачаран тӑваттӑшне кӑна ас тӑватӑп: Зоя Ивановна Адюкова, Галина Дмитриевна Борцова, Раиса Федоровна Залевская, Серафима Васильевна Капитоноаа /пурте 1924 ҫулта ҫуралнӑ/. Шкул пӗтерсен тӑваттӑшӗ те шкулта ӗҫлесе пенсие тухрӗҫ, ытти 7 хӗрачине халӗ ас тумастӑп ӗнтӗ, вӗсем Кавалтан мар. Тен, пӗрле вӗреннисем аса илӗҫ вӗсене.
Эпир, хӑй вӑхӑтӗнче Кавал шкулӗнчен вӗренсе тухнисем, пире вӗрентнӗ учительсене пурне те асра тытатпар, вӗсен умӗнче ҫӗре ҫити пуҫ таятпӑр, тав тӑватпӑр.

Василий ДОЛГОВ-КАВАЛСЕМ,
шкултан 1948 ҫулта вӗренсе тухнӑ, ЧР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ.
Хыпар, 212 №, 2005, чӳк, 1


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-11-07 19:23:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9544 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем